Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫил-тӑманлӑ каҫ (М. Сениэль)

Иван Егорова
Чупрӑм-тухрӑм урама
чун савнине шырама.
Ҫунтӑм, тупасси пулмарӗ,
ҫулӑм хыпрӗ чунӑма.

Чун савнийӗм, чун савни,
ытла путсӗр самани.
Кала, тусӑм: тупӑнсассӑн
савӑн-и е савмӑн-и?

Чун савнине савасси —
вӑхӑтлӑха савнасси,
вӑрахлӑха савӑнмашкӑн
хама мӗскер сунас-ши?

Хӳхлев

1<<Касантей каланӑ: "Ҫын вӑл выльӑх,
уйрӑмах — чӑваш... Ҫапла, ҫапла..."
Тен, хӑш чух, капла тенишӗн ҫылӑх,
тепӗр чух янрать-тӗр — сӑвапла.

Пӑхӑр-ха, мӗнле кӑна ҫын ҫук халь.
Пӑхӑр-ха, мӗн хӑтланмасть чӑваш!
Аллине лексен ан йӗр, ан ҫухӑр,
пуҫӑнтан ҫапсассӑн — ан анраш.

Ҫаратсан та, тӗп тусан та чӑт эс.
Шан: пулать чӑваш та тӗрлӗрен.
Пӗр йышшийӗ — шелсӗр, сивӗ, ҫӑтӑх,
тепӗрийӗ — урӑхрах, ӗнен.

Эп яш чух пӗтме пултарнӑ теҫҫӗ.
Те чӑнах вӑл ҫакӑ, те суя?
Ыр сӑнар! Иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ
умӑмран сӑнсем — курап, туяп.

Ыр пике! Эс пулнӑ-ши? Мӗн тейӗ
тӑвӑл — кутсӑр-пуҫсӑр ҫил-тӑман?
Пирӗшти эс пулнӑ пулӗ, фея, —
тӑманра шӑнса вилме паман...
>>2<<Каласамччӗ эс мана, тӑванӑм,
каласамччӗ, чей тултарнӑ май,
ма кунта ҫанталӑк пит тӑманлӑ,
ма ыр ҫын сахал, хурах нумай?

Ҫул ҫухатрӑм эпӗ, ҫӗтсе кайрӑм,
пырса тухрӑм юр аша-аша
ҫил-тӑман урса хутернӗ майӑн
те Кӑтратана, те Саврӑша.

Такамсем тӳрех ҫапса ӳкерчӗҫ,
хывса илчӗҫ ҫийӗм-пуҫӑма.
Тӗп тӑвас темерӗҫ — те ӳркенчӗҫ,
те тӗшмӗртеймерӗҫ, уҫӑ мар.

Пӗр мӗлки пуҫран ачашласассӑн
кирпӗчпе е пуш кӗленчепе —
эп тӑна ҫухатнӑ... Кассӑн-кассӑн
ҫил уланӑ... Выртнӑ эп чипер.

Халь кунта ларатӑп-юптаратӑп.
Мӗн мана халь — тӑвӑл, юр хӗвни!
Эсӗ, кил хуҫи, чей тултаратӑн.
Эс хуҫи пулсассӑн, эп — хӑни.

Хӑнине хуҫи юп кураканччӗ
Кӑтартсам мана хӗрачуна.
Вӑл-ҫке, вӑл пӗртен-пӗр ҫӑлаканҫӑ
ҫӗтсе кайнӑ сӑвӑҫ-ачана.

Такӑнса уксе ҫӗрле килӳҫӗн
ҫул ҫинчи каска пек сӑвӑҫран,
вӑл каланӑ: "Кам-ши ку — вил ӳсӗр?"
Сӗтӗрнӗ вара — аран-аран.

Каҫӗ урнӑ — ҫиллӗ те тӑманлӑ...
Ма ҫапла терт курнӑ хӗр нумай,
тен, калайӑн, ыр хуҫа, таванӑм,
тен, калайӑн, чей тултарна май?

Ыр хуҫа, хӗрне эс кӑтартмарӑн
ҫавӑн чух мана... Ҫак кунчченех,
хальчченех шутлап: хӗрӳ, мӑнтарӑн, —
ас тивмесӗр юлнӑ кучченеҫ.

Касантей те ҫав майлах юрланӑ...
Ас тивмен пирки вӑл тутлӑ та.
Ав тулта каллех хӗлле, юр ларнӑ.
Вут-чӗрем каллех хыт талтлатать.

Юлнӑ ӗҫ ҫине тахҫан юр ҫунӑ,
ҫул-йӗрсем те питрӗннӗ тахҫан.
Эпӗ ҫеҫ халь те пулин яш чунлӑ,
эпӗ ҫеҫ манман сана, хуҫам.

Эпӗ ҫеҫ хальччен те тунсӑхлатӑп сан,
хуҫан, юмахри пек хӗрне.
Ӗмӗтлентӗм, талпӑнтӑм, сӑхлантӑм...
Кӑтартмарӗҫ юмах пекскерне.

Ҫук ача-пӑча ман, ҫук ман арӑм.
Ӑраскал тени пулмарӗ ҫав.
Савӑнӑҫ пачах та эп курмарӑм,
ылханса телейсӗр пурнӑҫа.
>>4<<Касантей калавӗ хӳхӗм, капӑр, —
хӑйӗн мар пулин те, шеп пырать.
Пур-тӑр ҫав унта темскер, ҫук мар-тӑр:
ҫурма ҫутӑ — итлеме юрать.

Хӗрӳ чунлӑн, ҫулӑмлӑн ҫуренӗ,
тӗнче каснӑ, ҫитнӗ пин ҫӗре.
Пӑр та, юр та, ҫумӑр та чӗрешӗн
савӑнӑҫ ҫеҫ пулнӑ тӗнчере.

Тӗрлӗ сӑн, сӑнар ума ӳкернӗ.
Юмах пек поэзи ҫӗршывне
Перҫҫире пуль тенӗ, ӗмӗтленнӗ
Шираза ҫитмешкӗн ун чухне.

Ширазран мӗн чухлӗ тухнӑ лирик!
Саади, Хафиз... ытти мӗн чуль!
Ӑсӗ ирӗк пулнӑ, чунӗ ирӗк.
Ӑсӑм ирӗк ман та, ирӗк — чун.

Багдадра юмахҫӑ Шахразада,
ҫирӗп чунлӑ ҫепӗҫ сар пике,
усала ырӑпала тасатнӑ
хам курман эп савнӑ хӗр пекех
>>5.<<Сӑввӑма самай хыт шӑратсан та,
ни ачаш мар халь эп, ни хаяр.
Эс пулсассӑн ҫепӗҫ Шахразада,
эп пулам-и харсӑр Шахрияр?

Яшлӑха каллех кӗмешкӗн тивӗ,
кайӑп Саврӑш, Кӑтрата таран.
Чун савнийӗм явнӑ ҫичӗ ҫивӗт,
ҫиччӗшне те — ҫутӑ хӑюран.

Тен, ҫулсем Саврӑшпуҫне ҫитерӗҫ?
Инҫех мар курнать кунтан Савкаҫ.
Савкаҫра хӗрсем халь те чипер-и?
Улахсем лараҫҫӗ-и каҫ-каҫ?

Вӗсене паллаттӑм эпӗ лайӑх.
Кашниех — илемлӗ те маттур.
Вӗсем пурте ытарми сар кайӑк.
Кашниех — хаваслӑ та сатур.

Кашниех-тӗр — ҫут тӗнче илемӗ.
Саади те курнӑ тет ҫапла.
Ман чуна ҫеҫ курманни иленнӗ.
Курӑнмасть хӑй хӗрӗх ҫул ытла.

Яшӑ ӗмӗр хаклӑ теҫҫӗ, хаклӑ,
маншӑн та пит хаклӑ, иҫмасса.
Пур пӗрех калатӑп эп, ҫапах та:
каясси пулмасть пуль Шираза.

Унта мар-тӑр, Саврӑша халь кайӑп.
Чун савни сӑнарӗ ман унта
сӑнарланнӑ — ытарми сар кайӑк.
Сарӑ кайӑк — савнӑҫ поэта.
>>6.<<Юлманах пуль эс, хуҫа, кӗрӳсӗр?
Юлманах пуль мӑшӑрсӑр тӑрса
куҫӑмпа хальччен курман хӗрӳ сан —
куҫ умне юмаххӑн курӑнса?

Вӑл пулма пултарнӑ манӑн арӑм.
Темшӗн-ҫке — тухса та курӑнман.
Кӗрӗвӳ эп ӗнтӗ пулаймарӑм.
Эсӗ пулаймарӑн хуньӑм ман.

Чӗрери кӑварлӑ хӗрӗве те,
ӗмӗтри ҫутта та пытарса
пӗр ӳпкевсӗр тухса кайрӑм эпӗ,
тухса кайрӑм эпӗ тав туса.

Ах, тепре ҫапла тӑман тухинччӗ!
Ах, тепре курасчӗ тамаша.
Ман тепре ҫӗтсе ҫӳрессӗм килчӗ,
ас туса юр хӗвнӗ Саврӑша.

Эп хавас — ан тив, ҫапса ӳкерччӗр.
Хывса илччӗр, кам мӗн илеет.
Тӗп тума ҫеҫ, тӗп тума уркенччӗр
е ан тӗшмӗртейччӗр — телее.

Тӗттӗмре, ҫӗрле таҫтан килӳҫӗн,
такӑнса манран ыр хӗрача
тӗлӗнтӗр: "Ах, кам-ши ку — вил ӳсер?"
Тӗлӗнтӗр, ан тартӑр хӑраса...
>>7.<<
Савнӑ хӗрӗн ҫӑлтӑр куҫӗсем
юратса пӑхмарӗҫ ман ҫине.
Саврӑшӑн тӑманлӑ каҫӗсем
савӑнӑҫ кӳмерӗҫ чӗрене.

Савнӑ хӗрӗн ҫепӗҫ пӳрнисем
сӗртӗнсе курмарӗҫ кӑтрама.
Сӗртӗнеймӗҫ Турӑ пӳрмесен.
Кӑмӑл хуҫӗк, пуҫӑм пӑтранать.

Савнӑ хӗрӗн ҫӳп-ҫӳхе тути
йӑл кулмарӗ тем пӑшӑлтатса.
Тен, вӑл, хӗр тутийӗ — пыл тути?
Кураймарӑм эпӗ тутанса.

Савнӑ хӗрӗн чӗвӗл чӗлхине
ман илтсе пулмарӗ ҫавӑн чух.
Хурлӑх пусрӗ ҫамрӑк чӗрене,
тӑвӑрланчӗ, ҫунчӗ ҫамрӑк чун.

Ӗнтӗ ӗмӗр хурлӑн сӗтӗрнеп.
Ӗнтӗ ӗмӗр тӑлӑх та пӗччен.
Савнӑ хӗрӗн ҫутӑ сӑнарне
пур пӗрех манмастӑп халиччен.
>>8.<<Курӑнсам, тухсамччӗ куҫ умне.
Эс мӗн ятлӑ: Лейла, Марине?
Хуть мӗн ятлӑ пул, тухсам, тухсамччӗ,
лӑплантар шуйханнӑ чӗрене.

Эс пӗлетӗн — мӗн вӑл ҫил-тӑман,
эс пӗлместӗн — пӗтрӗ пурнӑҫ ман.
Ҫил-тӑманӗ халь те ахӑрать те,
ҫавӑнпа чӗрем те лӑпланман.

Ҫавӑнпа хӗрхенччӗ эс пӑртак,
курӑнсамччӗ кӑмӑлу пуртан.
Ватлӑхра хуть ҫулӑмлӑ чӗреҫӗм
лӑпкӑраххӑн таптӑр кӑкӑрта.

Ҫамрӑк чух вӑл пулчӗ: куртӑм шар.
Пулӑшрӑн — пурнатпӑр уйрӑмшар.
Тӑна кӗтӗм — эс тарса пытаннӑ.
Тух, килсе ларсамччӗ юнашар.

Ас илсессӗн ҫавӑ юр-кӗрте,
ыйхӑсӑр ларатӑп ҫур ҫӗрте.
Курӑнмарӑн эс, чун лӑпланмарӗ.
Хӗрхенместӗн-шим вара пӗртте?

Кам пӗлет эс Лейла маррине?
Тен, чӑнах та эсӗ Марине?
Мӗншӗн курӑнмасӑрах тухатрӑн,
ӗмӗрлӗх вырнаҫрӑн чӗрене?
>>9.

Нихӑҫан парса курманччӗ маххӑ,
пуҫ пӗкес йӑла вӑл маншӑн мар.
Анчах эп те чул чӗреллӗ мар-ха,
эпӗ те пӗлетӗп макӑрма.

Иртрӗ пурнӑҫ, пӗтрӗ, — макӑратӑп,
хурланса асаплӑн пуҫ усап,
асӑмра ҫурхи сӑнсем куратӑп:
ҫил-тӑманлӑ каҫ — ҫурхи шур сад.

Шурӑ тӗтӗм тейӗн, шур юр тейӗн
ҫавӑрса илейнӗ садсене.
Эп унта утса ҫӳреп телейлӗн,
эп унта ҫуретӗп пӗчченех.

Нихӑҫан кун пек илемлӗ, тарӑн
туйӑмсем пулманччӗ ӗлӗкрех.
Весем пулнӑ мӗскӗн те мӑнтарӑн.
Ҫаврӑннӑ эп хурлӑ тӗлӗкре.

Кам эс маншӑн? Маншӑн эс сар кайӑк.
Маншӑн эсӗ пурнӑҫри тивлет.
Нихӑҫан сана эп манса каймӑп —
ас илӳ чуна кайса тивет.

Эсӗ вӑл, эс — манӑн ӑраскалӑм.
Ас илеп те ҫеҫкери сада,
сан сӑнна курах каятӑп - калӑн,
ҫав садран сана эп ӑсатап...

Татах хӳхлев

1.

Паян эп темшӗн уйрӑмах салхуллӑ.
Пӑхсассӑн ман ҫине — тӳрех пуҫ усӑн.
Курам-ха шухӑшпа сана йӑл кулнӑн,
курам та ыталам, юратнӑ тусӑм.

Чӑнах эс ӗнтӗ хӗрача, ҫап-ҫамрӑк,
эп хам та яшӑ-ха, иртмен-ха вӑхӑт.
Сана хам майлӑ пур пӗрех эп ҫаврӑп,
ик куҫунтан ытараймасӑр пӑхӑп.

Юласчӗ пирӗн — ватӑла пӗлмесӗр —
ялан ҫап-ҫамрӑк, савӑк та илемлӗ.
Ах, пулас марччӗ мӗскӗн те телейсер,
пуласчӗ ирӗк, сывӑ та телейлӗ.

Манпа чухне хавасла пул, ан ютшӑн.
Эс ман юрра та илтнӗ пуль, пӗлен-тӗр?
Кӑтарт-ха юрласа, кӑтарт-ха шӳтшӗн,
кӑтарт та, савӑнам эп, чун килентӗр.

Пулин — тулта юр ҫурӗ те лӑр ҫапрӗ.
Вӗҫсе ҫул хыҫҫӑн иртрӗ ҫул хӗн-хурлӑн.
Эс пулӑн маншӑн пур пӗр ӗмӗр ҫамрӑк,
ыр пирӗшти те фея ӗмер пулан...

2.

Ыр пирӗштийӗм, фея, тусӑм, тус,
те ҫаврӑнмах пуҫларӗ манӑн пуҫ,
тавра каллех ҫавӑрттарать тӑман:
шӑнатӑп — эпӗ кӗрӗк тӑхӑнман.

Тен, тӑхӑннӑ та пулнӑ — ҫук ҫире,
кунти ҫынсем ытла усал, сӗре,
ҫапса ӳкерчӗҫ, хывреҫ кӗрӗке...
Ан хатӗрле, ах, тусӑм, кӗреке.

Ан тултарсам сим пыл-мӑрссалуна.
Тавах! Тавсси! Парсам-ха аллуна.
Сана халь ӗненем, сана шанам.
Эппин, ӗҫсе парам та ӑшӑнам.

Ман мӗн тӑвас-ха урӑх, мӗн калас,
кунта ытла хӑватлӑ мӑрссала.
Ах, тус-тӑванӑм, ҫакӑ кӗреке
вӑл тӗрӗслет пуль манӑн тӗреке?

Эп пур пӗрех ҫухатмӑп-ха тӑна,
эс килӗшсессӗн — ярӑп хӑтана,
Ан тив, тулта туй туччӑр ҫил те юр,
пире валли пур хӑтлӑ шурӑ ҫурт.

Пире валли пур тулӑх кӗреке.
Упрар-ха, ӳстерер-ха кӗрнеке.
Ҫавна ҫеҫ манас марччӗ, тусӑм, тус,
часах ватта та юлӗ ҫамрӑк пуҫ.

Эпир пурте-ҫке шанакан ҫеҫке.
Эппин, ырлар-ха ҫак хитре ӗҫке.
Анчах ӑҫта эс, фея, тусӑм, тус,
е ҫаврӑнсах-ши кайрӗ хӗрнӗ пуҫ?

Сим пыл та, эс те, ҫил-тӑман та ҫук,
умра ҫурта кӑна ҫунать ҫап-ҫут —
каҫ-каҫ эп Пушкин пек курнас тесе,
ҫурта ҫутса ҫыратӑп хӗрттерсе...

3.

Ӗнентӗм эпӗ, ачаллах ӗнентӗм,
тӗл пулӑп терӗм ӗмӗтри ҫынна.
Анчах та ак паян та эс, ӗнер те,
ыран та шалт! ҫеҫ питӗрнӗ чунна.

Ӑна уҫмастӑн, курӑнас теместӗн,
питне те кӑтартмастӑн-ҫке, савни.
Шутлатӑн пулӗ: "Шанчӑксӑр ку, мескӗн".
Нимех те мар эп ҫулӑмпа ҫунни.

Мул ҫук, паллах, ман, тусӑм, хам эп — ылтӑн.
Эс мула мар хакла, хакла — хама.
Пуҫа ухса сана мухтарӑм хыттӑн
эп сирӗн патӑрта — чӗнмен хӑна.

"Чӗнмен хӑна вал тутартан хӑрушӑ", —
тенийӗ асна килчӗ пулӗ ҫав.
Тавах-ҫке ҫакӑрушӑн-таварушӑн,
тавах чейӳшӗн, тав пурӑнӑҫа.

Тен, ҫавӑнпа хальччен эп сывӑ, чӗрӗ
поэт пулса ҫуретӗп тенчере?
Кала-ха эс, калаччӗ, Саврӑш хӗрӗ,
ма саншӑн ҫав тери ҫунать чере?

Ҫук, чӗнмӗн эс уҫ сасӑллӑн, саламлӑн.
Ыр тунӑ эс мана, анчах савман.
Умна выртса йӗрсен те эс каламӑн:
"Лӑплан, эп сан пулсассӑн, эсӗ — ман..."

4.
Ан тив, пире йӗрлеҫҫӗ те кӑнтаҫҫӗ.
Ан тив, поэзи мар халь тӑрантать.
Поэтӑн пур пӗр ҫулӑмлӑ фантази:
пуян та вӑл, хӗрӳ те, тарӑн та.

Эп Чӑвашра та палӑртӑм пуль тетӗп,
Тутар ҫӗршывӗнче те ман ята
илтес тесен ҫине-ҫинех илтетӗн.
Час-час ӑна Мускав та янратать.

Ма пытарас, Римпа Париж та, Лондон
хӑй чӗлхипе вуларӗҫ ман сӑвва.
Эп кам? Поэт. Ӑнлантӑн-и? Ӑнлантӑн.
Пулать-и поэта кӑштах савма?

Пулать. Халь ҫеҫ ак яппунла та тухрӑм.
Вуласчӗ те, пӗлмерӗм вулама.
Ҫӳре пуҫларӗ ят миҫе пин ҫухрӑм!
поээи вӑл рур сывлӑш, вут ама.

Сана та эпӗ шутласа кӑлартӑм
епле илемлӗ, хӳхӗм те паха
ыр пирӗштийӗм, фея! Ҫут талантӑм
ҫук сӑнара кӑларчӗ юмаха...

5.
Илем вӑл вӑрттӑнлӑх, вӑл сирӗлсен
илем те ҫухалать пӗр йӗрсӗр.
Кайсах пӗтмерӗҫ-ха ун сӑрӗсем.
Ыр чунлӑх пулаймасть ыр енсӗр.

Ыр чунлӑ эсӗ, сан ыр ен нумай,
ӗмӗтӗмре сӑнар туса ырланӑ
кӑшт тунсӑхлӑ, черченкӗ те ытарлӑ
курӑнакан пике, — ҫул иртнӗ май.

Эс кивелместӗн, ҫӗнелсех пыран,
ҫаплах-ха хыптаран та ҫунтаран
ман ӑшӑма, вил чунланма памастӑн,
чӗп-чӗррӗн, чӑн пекех, умра тӑран.

Ку ӗнтӗ ӗмӗт вӑл, чун ӑнтӑлни:
чун тӗмсӗлсе чӑн илеме тупасшӑн,
вӑрттӑнлӑха яланлӑх тус тӑвасшӑн
ҫурта ҫутса вӗҫ-хӗрсӗр кӗл туни.

Илем — асамлӑх вӑл, вӑл — юрату.
Ҫук юрату — ҫав вӑрттӑнлӑх ҫухалчӗ.
Вӑрахлӑха пулсассӑн ҫухату,
вӑрахлӑха сан хуҫӑк чун ҫуначӗ.

Тен, кам пӗлет, сыв мар яланлӑха?
Тен, ҫук та ҫав ҫунат? Тен, чунӗ пушӑ?
Пӑхатӑн та — шухӑшлама хӑрушӑ:
капла — текех лекеймӗн яшлӑха.

Капла, мӗнех калас, пӗтес пулать,
тинех шӑпа пиртен вилсе кулать,
тинех вилеслӗн хутланан асаплӑн —
ик куҫӑма тулли куҫҫуль тулать...

6.
Санпа сыв пуллашмасӑр уйрӑлап,
мӗн-ма тесен ҫут сӑнару манпах вӑл.
Тен, виличчен те ҫав хитре халап
мана тӗпрен кисрентерме пӑрахмӗ?

Ан курӑн чӑнлӑхри, суйи ҫеҫ курӑн.
Ача пек савӑнам та тӗлӗнем:
сассу — шӑнкрав, пӗву сан — йӑрӑс хурӑн,
куҫу — ҫут ҫӑлтӑр... Тӗлӗк тӗлленем.

Кӗрсем тӗлӗкӗме... Ан кай кӗмесӗр.
Ан курӑн леш, пул ӗмӗтри хӗрех.
Ҫук, курӑн... курӑнсам ҫапах... Тен, эсӗ
халапринчен нумай хут хӳхӗмрех.

Анчах хӑратӑп эп, сехӗрленетӗп
ума тухса тӑрассӑнах сехмет,
вара шухӑшлама та именетӗп,
шухӑшласассӑнах хӑпать сехрем.

Кун-ҫул иртсе пырать, нумай юлмарӗ,
телейлӗ пултӑм пулӗ пӗр енчен,
тепӗр енчен телей пачах пулмарӗ,
халь тин пулайме — мӑшарсӑр, пӗччен.

Тухатрӗ хӗр мана, пуҫа ҫухатмӑш,
ҫил-тӑманра, пӑлхавлӑ яшлӑхра.
Тен, тухатлать пулсан, чӑнах — тухатмӑш,
тухатмӑша халь тухнӑ, ватлӑхра?

7.
...Миҫе кун тетӗрет, юр асать — айтурах!
Уйӑха курма ҫук, курма ҫук хӗвеле.
Таврӑнатӑп киле ҫуллен-ҫул сайрарах,
ватӑлап ҫуллен-ҫул, ҫуллен-ҫул кивелеп.

Юр ҫаплах чӳхенет, ҫаврӑнать ял ҫинче,
тухрӑм эп кил умне ҫав юра сӑнама.
Каҫхи юр ҫутинче, ҫутӑ асамӗнче
килчӗ яшлӑх ума — ҫӗклесен асӑма.

Яш чухне юр ялтравӗ, вылявӗ-вӑййи
йыхӑратчӗ мана ҫеҫкери шур сада.
Ҫутӑ шанчӑк хавас, пӑхса ытарайми
йӑлкӑшатчӗ умра васкаса ман пата.

Чунӑма вырнаҫатчӗ нихҫан пӗтмес пек...
Вӑхӑт иртрӗ нумай, яшлӑх ҫук, шанчӑк ҫук.
Курӑнать шурӑ юр та халь урӑх тӗспе,
вил тӗспе курӑнман вӑл яш чух, ҫамрӑк чух.

Иртрӗ ӗмӗр... Сиссе юлаймарӑм ҫавна.
Ҫук малашлӑх ман, ҫук кил ӑшши, ҫук савни.
... Ял ҫинче юр ҫаплах чухенет, ҫаврӑнать,
тӗлӗк пек туйӑнать вуншар ҫутӑ ҫунни.

8.
Ҫӗр варринче эп кайрӑм шухӑша.
Шутлатӑп та: тен, каймалла та марччӗ?
Сикет чӗре, сикет те туртӑшать —
кӑшт лӑпкӑрах тапма ытла та манчӗ.

Ма ӗрӗхен тапма чарӑнасла?
Сӳнесшӗн-им? Сӳнех. Ҫитет пуль — ҫунтӑн.
Пӑлхантӑм эп чӗре ҫурӑласла,
анчах та мӗн усси: халех хуть ҫурӑлтӑр.

Кунчуль усрарӗ ҫут ҫанталӑк — тав.
Савни. Туссем. Кив вӗрентӳ. Ҫӗн пурнӑҫ...
Пурте суя иккен, пурте ултав.
Хӑй ҫут тӗнчи ҫапла хаяр-мен, урмӑш.

Нумай тытмасть пире вӑл Ҫӗр ҫинче.
Час нӳрлӗ ҫӗр айне персе чикет те,
пулма та пӑрахатпӑр асӗнче.
Пурте иртет, пурте пӗтет черетлӗн.

Ним те юлмасть, пурте харам, суя:
ма ҫараҫлантӑмӑр-ха илӗм-тилӗм?
Ним те юлмасть, пурте каять сая.
Ним те юлмасть, малта — пӗтеслӗх, вилӗм...

9.
Халь, кунӑм пур чухне, эп хам та пур.
Кунсем пӗтсен эп пулмӑп, ан та шырӑр.
Пӗтеслӗхсен ташши шуйттан ташши вӑл.
Ӑна ташлаҫҫӗ усалсем сатур.

Юласчӗ ман кунта пӗр пӗчӗк юрӑ пек.
Анчах вӑл анлӑ пултӑр, анлӑ, тарӑн.
Юрланайсассӑн — эп вара, мӑнтарӑн,
тӑванлӑх тупӑп сирӗн чӗрӗрпе.

Таҫти сассен ҫӳҫенчӗк тӗтринче
хорал йывӑрланса ҫӗкленнӗ евӗр
вӑл пултӑр — ҫак илем, илем кӗрлевӗ —
кашни ентешӗн уҫӑ чунӗнче.

Хуллен пӗччен пуҫла та юрлама,
сисмесӗрех ҫав самантра эс курӑн:
ҫак юрӑран тӑванраххи ҫук урӑх!
Ытти — пӗри те чӑн-чӑн юрӑ мар.

Ҫӗнтерчӗ вӑл сивве те сӗмлӗхе.
Ӑшша, ҫутта ҫынсем патне ҫитерчӗ.
Пӗтеслӗхне яланлӑха ҫӗтерчӗ.
Ку — вӗҫсӗрлӗх. Эс кӗр вӗҫсӗрлӗхе...

* * *
Асап та хурлӑх, хурлӑх та асап
курма ҫуралнӑ пулнӑ эпӗр, ахӑр.
Тен, ҫавӑнпа сӑну пит хурлӑ сан?
Ан макӑр-ха, ан йӗр эс хурланса,
вилмен-ха эп, кайман-ха, ӑсанман-ха.

Ыр кураймарӑмӑр ҫак тӗнчере,
леш тӗнчере ыр курасси, тен, пулӗ?
Ҫак шухӑш асӑмра чӗп-чӗрӗрен —
йуҫ армути йӳҫекӗ чӗрере.
Авкаланать чӗреҫӗм тивнӗн пуля.

Кайсан та ан хӳхлеччӗ, ӑсансан.
Эс эп вилсен пачах ан йӗр, ан макӑр.
Кӗл ту. Ҫурта ҫутсамччӗ асӑнса.
Аса кӑшт илкеле кайран — савса.
Вара... кӗтеп: масаралла ҫул такӑр.



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-14 19:48:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4635 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем